Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чире пĕрлехи вăйпа çĕнтерме çăмăлрах

Республикăра ĕнерхи кун тĕлне, апрелĕн 9-мĕшне, COVID-19 чир ернĕ 19 çынна тупса палăртнă. Пĕр çын сывалнă. Коронавирус сарăлни асăрханулăха, ăнланулăха ỹстерме ыйтать.

Хăрушă чир сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакансем этемлĕхшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса пачĕ, пĕрлех вĕсене пĕрлештерчĕ тесен те йăнăш мар. Амака сарăлма парас мар тесе чи малтан Малайзинчи врачсем социаллă сетьре акци пуçарчĕç. Раççей тухтăрĕсем те #COVIDнепобедит# флешмоб йĕркелерĕç. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тăрăшакансем те çак чĕнỹрен айккинче юлмарĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене: "Эпир сирĕншен ĕçре юлатпăр, эсир пирĕншĕн килте тăрăр!" - теççĕ.

Тухтăрсем сăлтавсăрах обществăлла вырăнсене тухса çỹремелле маррине, таса мар алăпа пит-куçа, çăвара тытма, ОРВИ паллисем пур çынсемпе хутшăнма юраманнине аса илтереççĕ. Гаджетсене, телефонсене, оргтехникăна тăтăш дезинфекцилемелле. Сăмах май, медицина учрежденийĕсем кашни кунах ĕçлеççĕ, медицина тĕрĕслевĕсемпе диспансеризаци вăхăтлăх ирттермеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



10 апреля 2020
10:56
Хроника
Поделиться