Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малтисен ретĕнче

Елчĕкри А. Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен "Улăп" спорт шкулĕнче шывра ишсе харкам хăйшĕн тата командăпа тупăшса ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел районĕсен çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Ăмăртусене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Пирĕн районтан унта 25 çамрăк хутшăнчĕ.

Хăйсен виçе категорийĕсенче Арсений Кальметов, Денис Синеев, Ольга Краснова, Кристина Фролова, Артем Путяков, Софья Кальметова, Николай Перепелкин, Мария Сейфуллина çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Алсу Кучатова, Софья Муськина, Алексей Горшков иккĕмĕш, Самира Салихова, Иван Иванов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

А. Путяков, Н. Перепелкин, А. Горшков, П. Дружинин 50-шар метрлă эстафетăра çĕнтерчĕç.

Ачасене ăмăртусене С. Рубцовăпа В. Платонов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



20 марта 2020
09:37
Хроника
Поделиться