Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Кĕмĕл" çулхи волонтерсем ватăсемпе инвалидсене саламланă

РАЙОНТА çамрăк волонтерсем çеç мар, "кĕмĕл" çулхисем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Иртнĕ эрнере вĕсен пĕр ушкăнĕ - Валерий Салмин, Любовь Кузнецова, Мария Рубцова, Селивановсемпе Григорьевсем мăшăрĕпе - районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрĕн директорĕ Анисия Воробьева ертсе пынипе Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсем пурăнакан уйрăма çитсе хĕрарăмсене çуркуннен пĕрремĕш уявĕпе саламланă. Çак ăшă салампа пĕрлех Елизавета Лукинана, Александра Давыдовăна, Олимпиада Перепелкинана тата Нурулла Хамдеева "1941 -1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул" юбилейлă медальпе чысланă. Аслă çулхи волонтерсен ушкăнĕн юрă саламĕсем те ваттисен çуртĕнче пурăнакансемшĕн пысăк парне вырăннех пулнă.

Авангард



11 марта 2020
10:09
2020 год
Поделиться