Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрремĕш тура çăмăллăнах парăнтарнă

ÇАК кунсенче Ульяновск хулинче Ильгам Шакиров ячĕпе хисепленекен "Тутар юрри-кĕвви" ("Татар моны") тĕнче шайĕнчи телевидени конкурсĕн суйласа илекен тапхăрĕ иртнĕ. Унта пурнăç илемне юрă-кĕвĕпе çыхăнтаракан 17 - 35 çулсенчи çынсем хутшăнаççĕ. Конкурс мартăн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Шăнкăртамри Марат Хисамутдиновпа Эльфиня Валеева тупăшăвăн пĕрремĕш "али" витĕр çăмăллăнах тухнă. Çывăх вăхăтра вĕсем Хусан хулинче хăйсен пултарулăхне тепĕр турта тĕрĕслĕç.

Авангард



06 марта 2020
09:57
Хроника
Поделиться