Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парне вырăнне - ытарайми пепке!

ÇĔРШЫВ хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе кашнийĕ хăйĕн мăшăрне тĕрлĕрен саламларĕ-тĕр. Кирек мĕнле ырă сăмах та чуна ăшăтать темелле. Районта пурăнакан çичĕ амăшĕ вара февралĕн 23-мĕшĕ тĕлне юратнă упăшкисене пысăк савăнăç тунă - ытарайми пепке парнеленĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен улттăшĕ çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем- пăхаттирсем, пĕри - хĕр пĕрчи. Кунти специалистсем вĕсене пурне те çуралнă хутпа пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне те çитернĕ. Çемьене йыш хушăнни пурин савăнăçĕ те. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн чун тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерме сывлăхĕсем çеç пулччăр.

Авангард



28 февраля 2020
11:02
2020 год
Поделиться