Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел райповне - 100 çул

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Патăрьел райповĕн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕç. Уява суту-илỹ системинче ĕçленĕ ветерансем, пайщиксем, паян тăрăшакансем тата ытти сумлă хăнасем пухăнчĕç. Вĕсем мероприяти пуçланиччен Патăрьел, Комсомольски, Етĕрне райповĕсем хатĕрлекен продукцисемпе паллашма, вĕсене тутанса пăхма пултарчĕç. Иккĕмĕш хутри фойере чăнах та тем тĕрлĕ çимĕç те пур: эрешлесе пĕçернĕ çăкăр-булка, сывлăхшăн усăллă соксем, тĕтĕмленĕ, пĕçернĕ кăлпассасем...

Сумлă юбилее пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, РФ Центрсоюз Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук комитечĕн председателĕн çумĕ Валерий Павлов, Патăрьел райпо канашĕн председателĕ Константин Паденев тата ыттисем те саламларĕç.

Патăрьел райповĕ 1920 çулхи январь уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Шăпах çавăн чухне Аслă Патăрьелĕнче пĕрремĕш лавкка уçăлнă. Каярах тата 22 суту-илỹ точки хута кайнă. Пĕр ĕмĕрте унăн тĕрлĕ пулăм витĕр тухма тивнĕ, апла пулин те халăха таварпа тивĕçтерессипе сахал мар вăй хурать, çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать. Лавккасенче халь килĕшекен тавара хамăрах суйлама пултаратпăр. Хĕлле те сентресем çинче хăяр-помидорĕ таранах пур. Строительствăра кирлĕ япаласене те район центрне каймасăрах туянма пулать тата ытти те. Паллах, çаксене пурне те ял çыннисен кăмăлне тупассишĕн тунă.

Сумлă уявра ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. Культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансемпе ача-пăча ташă ушкăнĕсем çепĕç юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



26 февраля 2020
15:47
2020 год
Поделиться