Ҫамрӑк ученӑй ҫитӗнӳсем тусах тӑрать

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн яӗнче ҫуралса ӳснӗ хими наукисен кандидачӗ А.Алексеевӑн ҫитӗнӗвӗсем унмверситетри ӗҫтешӗсене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, тӑванӗсемпе ял-йыша та савӑнтараҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле органикӑллӑ мар аналитикӑлла хими кафедрин доченчӗ конкурс витӗр тухса ҫак кунсенче ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй» ята тивӗҫнӗ, ученӑйсемпе преподавательсен наука кунне уявланӑ май, чаплӑ лару-тӑрура ӑна ҫак ятпа ӑшшӑн саламланӑ.
А.Алексеева – Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ, И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнче хӑйӗн пӗлӗвне малалла тӑснӑ, аспирантура «5» паллӑсемпе пӗтернӗ, хими ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ пулма Хусанта диссертаци хӳтӗленӗ.
2013 ҫулта ҫулталӑк аспиранчӗ ята тивӗҫнӗ. 2011, 2013, 2015 ҫулсенче Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулнӑ.
2012 ҫулта Раҫҫей правительствин стипендине илсе тӑнӑ. 2016-2018 ҫулсенче Раҫҫей Федераци Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
2018 ҫултанпа хӑй вӗреннӗ университетра аслӑ шкулӑн наукӑпа тӗпчев тата педагогика ӗҫӗнче аслӑ пӗлӳ илекенсене пулӑшас тӗллевпе вӑй хурса ӗҫлет.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ҫамрӑк ӑсчаха кӑмӑлтан ырӑ сунатпӑр.