Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентỹ иртрĕ

Вăт-кăварпа пулакан инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлтарах. Çапах та кирек мĕнле пулсан та "01" служба специалисчĕсен йывăрлăха çĕнтерме, инкекре тĕрĕс йышăну туса пулăшу пама пĕлмелле. Çак тĕллевпе республикăри МЧС службин районти 26-мĕш пушар чаçĕн подразделенийĕ час-часах çын йышлă çỹрекен организаци-предприятинче, вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушарпа тактика вĕрентĕвĕсем ирттерет. Хальхинче çакнашкал хăнăхтарăва Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркелерĕç.

Вут-çулăма хирĕç кĕрешекенсем хăрушлăх сигналĕ хыççăн тỹрех çынсене пушар пусмипе эвакуацилеме пикенчĕç, çав вăхăтрах инкеке парăнтармалли ытти мероприятисене те пурнăçларĕç.

Юлашкинчен вĕрентĕве явăçтарнă службăсем кашнийĕ хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç, хăш-пĕр ыйтупа малашне шута илмелли сĕнỹсене каласа хăварчĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



07 февраля 2020
10:57
2020 год
Поделиться