Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăматкун та ĕçлĕç

КĂÇАЛХИ февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа акционерсен "Чăваш энергосбыт компанийĕ" пĕрлешĕвĕн районсем хушшинчи сакăр уйрăмĕ шăматкун та 8 сехерен пуçласа каçхине 17 сехетчен ĕçлеме пикенчĕ. Вăл шутра Патăрьелĕнчи уйрăмĕ те çынсене çак графикпах йышăнать. Çакă, паллах, ĕçлекен çынсемшĕн меллĕ. Аса илтеретпĕр, электроэнергипе усă курнăшăн кашни уйăхăн 20-мĕшĕччен тỹлевпе татăлма тăрăшмалла.

"Пирĕн тĕп тĕллев - потребительсене электроэнергипе вăхăтра кирлĕ пек тивĕçтересси", - палăртать кун пирки акционерсен "Чăваш энергосбыт компанийĕ" пĕрлешĕвĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров

Авангард



07 февраля 2020
10:40
Поделиться