Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹçĕ паллă

"Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи паллă. Тупăшăва хутшăннă 11 кандидатран чи нумай сасă пухса "Çулталăк çынни - 2019" хисеплĕ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ Халимулла ХАММАТОВ тивĕçрĕ. Хаçат редакцийĕ Халимулла Нурулловича çак ятпа чун-чĕререн саламлать, пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ăнăçу сунать. Ăна паян районти культурăпа кану центрĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă сумлă мероприятинче чыслаççĕ.

Хаçат редакцийĕ конкурса хутшăннă ытти кандидатсене, çавăн пекех вĕсемшĕн хăйсен сассине панă çынсене те тав тăвать.

"Авангард" хаçат редакцийĕ



07 февраля 2020
10:41
Поделиться