Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăхĕ пурах

Киров хулинче хĕллехи триатлонпа (чупса, йĕлтĕрпе ярăнса, велосипедпа ăмăртса) ăмăртусем иртрĕç. Раççей кубокĕшĕн пыракан иккĕмĕш тапхăрти тупăшусене республика команди те хутшăнчĕ. Чăваш Ен чысне пирĕн район çамрăкĕсем те хỹтĕлерĕç. Уйрăмах ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи спорт шкулне çỹренĕ Тикешри Егор Селиванов пысăк кăтартусемпе савăнтарчĕ.

Çакна та палăртмалла. Маларах Егор Петрозаводск хулинчи çакнашкал ăмăртăва хутшăннăччĕ. Унта иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

В. ПЛАТОНОВ, тренер-преподаватель

Авангард



29 января 2020
10:14
Хроника
Поделиться