Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх çыравĕ - самана тĕкĕрĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020 çулхи октябрьте иртет, çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче вăл апрельтех пуçланать. Раççей империйĕнче тата СССРта халăх çыравĕ хăçан иртни хаçат вулакансене интереслĕ пуласса шанатпăр.

Халăх çыравне кашни çĕршывра хăйне евĕр йĕркеленĕ. Америкăра, тĕслĕхрен, ăна апрельте ирттереççĕ, Германире - май-июнь уйăхĕсенче. Пирĕн çĕршывра вара малтанрах январьте пулнă. Вăл 1897 çултан пуçланнă. Çавăн чухне январĕн 28-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе февралĕн 9-мĕшĕнче) çырав иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри статистика тĕпчевне массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатнă.

Теприне- Пĕтĕм Союзри пĕтĕм халăх çыравне - тепĕр 29 çултан тин, 1926 çулхи январьте йĕркеленĕ. Çыравçăсем хăйсене халăх пур çĕрте те ырă кăмăлпа ăшшăн кĕтсе илнине, пулăшнине палăртнă.

1939 çулта Пĕтĕм Союзри халăх çыравне ирттернĕ çĕрте авиаципе усă курма пуçланă. 1959 çулта çырав валли листасене çырса тултармалли инструкцисемпе плакатсем пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне, пĕрремĕш хут çав плакатсем вырăсла кăна мар, ытти халăх чĕлхипе те тухнă.

Халăх çыравĕ вăхăтĕнче электронлă техникăпа усă курасси 50 çул каялла пуçланнă.1970 çулта алăпа çырнă çырав хучĕсенчи кăтартусене ятарлă бланксем çине куçарнă, унтан ăна çав информацие вулакан оптикăлла машинăна кĕртнĕ. Çырав кăтартăвĕсене "Минск-32" электронлă шутлав машинисемпе (ЭВМ) пĕтĕмлетнĕ.

1979 çулхи çырав январĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă та сакăр куна пынă, 600 пин çыравçă хутшăннă. Ун чухне ытти çулхисенчен пачах урăхла бланксемпе усă курнă.

Совет тапхăрĕнчи юлашки çыравра, 1989 çулта, халăхран ыйтса çырмалли хутсем çине пурăнмалли условисем пирки çĕнĕ çичĕ ыйту кĕртнĕ. Çырав символикине почта маркисем, конвертсем, шăрпăк курупкисем, календарьсем çине пичетленĕ.

Çанталăк условийĕсене кура тата Çĕнĕ çулхи каникул кунĕсем йышланнине шута илсе халăх çыравне ирттермелли вăхăта улăштарнă. 2002 тата 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕсем октябрьте иртнĕ. Вун иккĕмĕш тата цифрăллă пĕрремĕш çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать.

Халăх çыравĕсем пире иртнипе, мăн асаттесемпе, йăх-несĕлпе тачă çыхăнтараççĕ, пуласлăха тума пулăшаççĕ. Унăн кăтартăвĕсем çитес çулсем валли социаллă программăсем хатĕрлесе йышăнма май парĕç.

Чăваш Республики

Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ, педагогĕ, писателĕ тата куçаруçи Иван Яковлевич Яковлев 1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравне активлă хутшăннă. Вăл унăн тĕллевĕсем пирки çырнă брошюрăна чăвашла куçарнă. Ăна вулăссенче тата ялсенче пухусенче вуласа панă, Чĕмпĕр, Хусан тата ытти кĕпĕрнесенче пурăнакан чăвашсене паллаштарнă. Ку издани Санкт-Петербургра тата Хусанта пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Çавăн пекех, çырав листисен ячĕсене (заголовки) чăвашла куçарнă. Иван Яковлева çавăншăн "1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă.

Пĕрремĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче 690,9 пин çын пурăннă, вĕсенчен 3,5 проценчĕ - хулара.

Октябрьти революци хыççăнхи 1926 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансен йышĕ 890,8 пин çын пулнă, вĕсенчен 45,2 пинĕ е 5,1 проценчĕ хула çынни шутланнă . 1939 çулхи çырав вара халăх шучĕ республикăра 1,2 хут ỹснине - 1078,1 пин çынна, хулара пурăнакансем те йышланнине -12,2 процента çитнине кăтартса панă.

1959 çулхи халăх çыравне Чăваш автономийĕнчи 1098,2 пин çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Совет Союзĕнчи хуласем хушшинче Шупашкар 145-мĕш шутланнă.

Республикăри хуласем пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыраççĕ, çĕнĕ çуртсемпе районсем ỹсеççĕ. 1970 çулхи çырав тĕлне Чăваш Ен тĕп хули халăх йышĕпе çĕршыври 45 хуларан (тĕслĕхрен, Вологдăран, Смоленскран, Норильскран) иртсе кайса 102-мĕш вырăна çĕкленнĕ. 1959 çулта Шупашкар районĕнчи Баннов ял советне кĕнĕ 3,6 пин çынлă ялсем вырăнне 1970 çул тĕлне 38,8 пин çынлă хальхи хула Çĕнĕ Шупашкар ỹссе ларнă.

Ун хыççăн халăх çыравĕсем 1979 тата 1989, Раççейĕн çĕнĕ историнче вара 2002 çулсенче иртнĕ.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх республикăра 1251,6 пин çын шутланать, вĕсенчен 58,8 проценчĕ - хулара пурăнакансем.

(Чăвашстат)

Авангард



28 января 2020
10:13
Поделиться