Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Проект кураторĕпе курнăçнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускникĕпе, Мускаври политехника университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕпе, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн "Классные встречи" проекчĕн кураторĕпе Радик Илеменовпа тĕл пулнă. Калаçура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул базинче муниципалитет ертỹçи вĕренекенсемпе курнăçмалли мероприятие йĕркелемелли плана тишкернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăксемпе çакнашкал шайра тĕл пулса калаçу пуçарни чăннипех те вырăнлă. Çитĕнекен ăру та муниципалитет ертỹçин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма пултарать.

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ - ачасемпе çамрăксен обществăлла организацийĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2015 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



24 января 2020
10:30
Хроника
Поделиться