Ялта çурт туянма е хăпартма- çăмăллатнă ипотека
Январĕн 17-мĕшĕнче Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсемпе - Леонард Левыйпа тата Инна Лепешкинăпа - курнăçнă.
Çавăн пекех вăл Россельхозбанкăн Патăрьелĕнчи тата Комсомольскинчи хушма офисĕсен представителĕсемпе пĕрле "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" патшалăх программипе килĕшỹл- лĕн ялта пурăнакансене çăмăллатнă потребитель тата ипотека кредичĕсемпе тивĕçтересси" темăна сỹтсе явнă. Тĕл пулăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Патăрье- лĕнчи, Комсомольскинчи тата Елчĕкри строительство организацийĕсен представителĕсем те килнĕ.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ял çыннисене çăмăллатнă ипотека парасси вăя кĕчĕ. Çурт-йĕр тăвасси, туянасси чылайăшĕшĕн финанс тĕлĕшĕнчен йывăрлăх кăларнине шута илсен пĕчĕк процентлă (3 процент) кредит нумайăшне кĕтеслĕ пулас ыйтăва татса пама пулăшать. Çăмăллатнă кредитпа ял территорийĕнче пỹрт сутăн илме е хăпартма çеç усă курма юрать. Тỹ- левпе татăлассине 25 çултан ытлашши тăсма юрамасть тата 3 млн тенкĕрен ытла памаççĕ, хăвăн малтанах мĕн пур хисепĕн 10 процентĕнчен кая мар хывма тивет.
О. ПАВЛОВА
Авангард