Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Владимир Путин Çырупа паллаштарчĕ

    Унта Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Верховнăй суд ертÿçисем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, тĕн представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та  сумлă мероприятие хутшăнчĕ. Çĕршыв историйĕнче çак Çыру шучĕпе 26-мĕш пулчĕ, Владимир Путиншăн – 16-мĕш.

Президент хăйĕн сăмахĕнче халăха пырса тивекен чи çивĕч ыйтусене хускатрĕ, пурнăçăн пур енне те çутатма тăрăшрĕ, Правительствăн çĕнĕ аталану çул-йĕрне, малашнехи ĕç-хĕле палăртса хучĕ. Пирĕн чи хаклă пуянлăх – çынсем. Çавăнпа та пурăнмалли условисене лайăхлатасси, тупăшне ÿстересси, медицинăпа вĕрентÿ тытăмĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртесси, çынсене пур енлĕ аталанма пулăшасси, халăхсем хушшинчи тăнăçлăха сыхласси, чухăнсен шутне чакарасси Раççей Правительствин тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

А. Иванов

Хаклав

Михаил Игнатьев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

- Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ   Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕнче ҫĕршыври регионсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫ тăвакан власть органĕсенче тăрăшакансене çемье йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ.   Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, халăхăн тупăш пайне ӳстерес, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен ытларах тĕрев куҫарас, экономикăна хăватлантарас ыйтусем малти вырăнта.   Сывлăх сыхлавне, вĕренӳ пайне те патшалăх енчен пулăшусем куҫарма пăхса хăварнă. Мĕн пур ыйтусене тĕпрен татса пама федераци хыснинчен ытларах укҫа куҫарса пама йышăнатпăр терĕ ҫĕршыв Президенчĕ. Социаллă ыйтусене пурнăҫлассине патшалăх программисемпе ҫыхăнтарса пыма тăрăшасси çинчен пĕлтерчĕ Владимир Владимирович.  Паянхи куна илес пулсан, чылай ĕҫе пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех РФ Президенчĕн Пуҫарăвĕсене тĕпе хурса пурнăҫланнă. Пуласлăхра тата та ĕҫсем  пур-ха.  РФ Президенчĕ  палăртнă  тĕллевсем пир.н республикăра туллин пурнăҫланĕç. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва районти чылай ĕç коллективĕнче, вăл шутра район администрацийĕнче те, пĕрле ушкăнпа итлерĕмĕр, çĕршыв умне лартакан пĕлтерĕшлĕ программăна пысăк хак патăмăр. Маларахри çулсенчи пекех Çырура Владимир Путин паян халăха уйрăмах кăсăклантаракан, вăраха ямасăр татса памалли тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ, çав вăхăтрах çĕршыв умĕнчи малашлăх тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Раççей Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ çĕршыв аталанăвĕн çĕнĕ картлашки çине хăпармалли тĕрĕс шухăшсем. Халăх ăна ырласа, хапăлласа йышăнчĕ. Сăмаха Владимир Путин çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли тĕллевсенчен пуçларĕ, 2024 çул тĕлне ача çуралассин коэффициенчĕ 1,7-пе танлашмаллине çивĕчлетрĕ. Çĕршыв Ертỹçи çемьесене упраса хăварас, халăх пурнăçне çăмăллатас, вырăнти хăй тытăмлăх пĕлтерĕшне ỹстерес, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентỹпе, çынсене социаллă хỹтлĕх парассипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусемпе пайăрлă йышăну турĕ. Çырупа килĕшỹллĕн кăçал пирĕн районта та чылай çĕнĕ улшăну пулĕ, халăх пурнăçне ырă енне улăштарассипе çыхăннă наци проекчĕсем тата ытларах пурнăçа кĕрĕç.

Авангард



17 января 2020
13:55
Поделиться