Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - министр çумĕ

Январĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Гурьев ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă май вĕрентỹ сферин 2019 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçал валли палăртнă тĕллевсемпе паллашрĕ.

Çавăн пекех Рудольф Селивановпа Алексей Гурьев Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç. Вĕрентỹ учрежденийĕн малашлăх аталану тĕллевĕсене палăртрĕç, тивĕçтерỹсен пахалăхне лайăхлатса "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Çамрăк профессионалсем" проекчĕпе çине тăрса ĕçлеме кирлине вырăна хума сĕнчĕç.

Алексей Гурьев 2020 çулта Чăваш Енри професси вĕрентĕвĕн системине федераци бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ ытла килессине пĕлтерчĕ. Çак нухрата мастерскойсене ку чухнехи шая лартас ĕçе яма палăртнă. Техникумсемпе колледжсене пысăк технологиллĕ вĕрентỹпе производство компьютерĕсем, мультимеди, интерактивлă, презентациллĕ оборудованийĕсем килмелле, лицензиллĕ программа тивĕçтерĕвĕ пулмалла. Çаксем ĕç рынокĕнче кирлĕ профессиллĕ кадрсене хатĕрлес ĕçе лайăхлатма май парĕç.

Çĕнĕ çул умĕн "Вĕрентỹ" наци проекчĕн регионти "Çамрăк профессионалсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн ку чухнехи инфратытăма аталантарас, ĕç профессийĕсене хатĕрлессине мала хурас енĕпе усă курма пароконвектоматсем, сивĕтекен шкафсем илсе килнĕ. Çавăн пекех автомашинăсемпе трактор çитнĕ. Техникумăн пурлăхпа техника базине çĕнетесси малалла та пымалла.

А. ИВАНОВА

Авангард



17 января 2020
14:02
2020 год
Поделиться