Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Николай Пыркин Финляндирен пăхăр медальпе таврăннă

"АВАНГАРДПА" туслисемшĕн лаша спорчĕпе кăсăкланакан Николай Пыркин çĕнĕ ят мар. Кивĕ Ахпỹрт спортсменĕ районти Акатуй-Сабантуй çĕнтерỹçи те пулнă, республика тулашĕнчи ăмăртусенче те чылай палăрнă.

Хальхинче вара вăл Perfume ятлă урхамахĕпе Финляндинчи "Вермо" ипподромра иртнĕ ăмăртăва Чăваш Ен утçисен йышĕпе (командăра Тикешри Алексейпе Валерий Красновсем те пулнă) хутшăннă. Ку вĕсен пирвайхи тĕл пулăвĕ çеç мар. Пĕлтĕр Мускаври ипподромра вăй виçнĕ. Ун чухне пирĕн ентешсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку хутĕнче вара финсем маттуртарах пулнă. Çапах чăвашсен команди те медальсĕр юлман. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысĕ шутланакан урхамах хуçи инçе çултан пăхăр медальпе таврăннă. Сăмах май каласан, çак кунсенче республикăра юртă утсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Каллех тепĕр ырă хыпар: пирĕн районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов "2019 çулхи чи лайăх наездник" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.

Авангард



17 января 2020
11:55
Хроника
Поделиться