Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волонтерсем ватăсене парне кỹнĕ

ТУРХАНТИ вăтам шкулти волонтер-медиксем (ертỹçи Анатолий Кольцов) вăрăм ĕмĕрлĕ, аслă ăру çыннисене ăшă туйăм парнелес, вĕсен умĕнче пуç таяс, ватăсене кăмăллă парне тăвас тĕлĕшпе йĕркеленĕ акци вĕçленнĕ.

Çамрăк "тухтăрсем" хăйсен пуçарăвĕпе районти 14 яла çитсе 28 кинемейпе мучие кучченеçпе савăнтарнă. Çамрăк ачасем парнине туянма та мехел çитернĕ. Хăйсен хастарлăхĕпе кивĕ хут пуçтарнинчен пухăннă укçапа пылак çимĕç туяннă, амăшĕсемпе ăшă чăлхасем çыхнă тата ытти те. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан ватăсем - 101 çулхи Ксения Елимова, 94ри вăрçă участникĕ Феоктист Васильев, 92 çул тултаракан Лидия Гусева - хăйсен вăрăм ĕмĕрне тĕрĕс апатланнипе çеç мар, кашни çын хăйĕн ĕçне, пурнăçа юратнипе, усал йăласенчен айккинче тăнипе, кирек мĕнле лару-тăрура та оптимист пулнипе çыхăнтарнă.

Авангард



14 января 2020
15:55
2020 год
Поделиться