Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шупашкартан- çитĕнỹпе

Шупашкарти В. Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тĕп тренерĕн И. Григорьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ. Ăмăртусене 2005-2007 çулсенче çуралнă 150 ытла спортсмен хутшăннă, вĕсем тĕрлĕ виçе категорийĕнче тупăшнă.

Пирĕн районти Ранис Вахитов 57 килограмм таранчченхи виçере çĕнтерỹçĕ, Антон Цветков (41), Гомер Чебенов (68) иккĕмĕш, Булат Хамдеев 62 килограмлисем хушшинче виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе кубоксене тивĕçнĕ



14 января 2020
15:18
Хроника
Поделиться