Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сезон уçăлчĕ

Нăрваш Шăхалĕнчи Мулендеевсен сумлă ратни кăçалхипе вуннăмĕш çул юр çинчи мини футбол ăмăртăвне ирттерчĕ. Çак вăййа районти ялсенче те юратакансем сахал мар. Ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. Кỹршĕллĕ Карапай Шăмăршăсем те выляма хапăл турĕç.

Ăмăртусем çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Тĕп парне така пулни те хавхалантарчĕ пулас. Ăна "Треньел" команда çĕнсе илчĕ. Çулленех хутшăнаççĕ вĕсем футболла выляма. Иккĕмĕш вырăна иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕ "Дружба", виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи Мулендеевсен "Шăпчăк" командăсем тухрĕç. Спорта юратакансем тĕрлĕ номинаципе ятарлă парнесене тивĕçрĕç. Ушкăнпа какай шỹрпи çирĕç.

Авангард



14 января 2020
15:47
Хроника
Поделиться