Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăшарнире шыва кĕме хатĕрленеççĕ

ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем уявсемпе пуян. Раштав хыçра темелле. Умра - Иисус Христоса Иордан кỹллинче шыва кĕртнĕ пысăк праçник. Халăхра ăна Кăшарни теççĕ. Çак куна хисеплесе пирĕн районта та чылай ял тăрăхĕнче вак касаççĕ, сăвапланă шывра шыва кĕрсе чунпа та, ỹтпе те тасалма çынсене услови туса параççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал та ваксене мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнса хатĕрлĕç, ку ĕçе маларахри çулсенчи пекех ятарлă службăсене те явăçтарĕç.

Авангард



14 января 2020
15:52
2020 год
Поделиться