Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иртнине пĕтĕмлетнĕ, малашлăха палăртнă

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕ: 2019 çул пĕтĕмлетĕвĕ" темăпа педагогика канашĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисем, педагогсем хутшăннă.

Педагогсен форумне - "Ỹсĕм вырăнĕ" - робот техники, ОБЖна ку чухнехи мелпе вĕрентесси, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси, видео-аэрофото ỹкересси - вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелемелли инструмент тата "Кашни ача çитĕнĕвĕ" - сывă обществăра сывă ачасем, пултаруллăскерсенче - пирĕн шанăç - площадкăсенче йĕркеленĕ.

Пленари пайĕнче Рудольф Селиванов муниципалитетăн вĕрентỹ сферинчи тĕп задачисенчен пĕри вĕсен пурлăхпа техника базине малашне те тĕреклетесси, пĕлỹ çурчĕсен инфратытăмне аталантарасси пулса тăнине палăртнă. Çавна май пĕлтĕр район бюджетĕнчен 446 миллион тенкĕ вĕрентỹ сферине уйăрнине пĕлтернĕ. Иртнĕ 5 çулта çеç вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине тĕреклетес ĕçе 48 миллион тенкĕ ытла янă. Ача сачĕсемпе шкулсене юсама 90 миллион тенкĕ ытла усă курнă.

"Наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçе тăкакланă укçа-тенкĕ курăмлă улшăнусем тума май паратех. Пирĕн тĕп тĕллев - вĕрентỹ пахалăхне паянхи кун ыйтнă шая тивĕçтересси. Педагогсене хăйсен ĕçне юратнăшăн, пуçаруллăхшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тăвасах килет", - тенĕ Рудольф Васильевич.

Тĕп доклада район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тунă. "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртесси" темăна Патăрьелĕнчи "Ачасен ăсталăх çурчĕ" хушма пĕлỹ паракан учреждени директорĕ Ирина Полякова уçса панă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева наци проектне мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни çинче чарăнса тăнă.

Педагогика канашĕ тухăçлă ĕçленĕ, унта хутшăннисенчен кашнийĕшĕ ачасене ку чухнехи условинче вĕрентсе воспитани парас ĕçри усăллине, ыррине илнĕ.

 А. ИВАНОВА.

Авангард



14 января 2020
15:49
Хроника
Поделиться