Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çыру хатĕрлет
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне яракан черетлĕ Çырăвне хатĕрлеме пикеннĕ.
Яланхиллех тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртнă ĕçсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕре палăртĕç.
Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен представителĕсен сĕнĕвĕсене шута илĕç. Сирĕн шухăшăрпа халăх пурнăçне лайăхлатас тесен мĕн тумалла? Эсир 2020 çулхи Çырăва мĕн кĕртнĕ пулăттăр? Сирĕн сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт. Электрон адресĕ: e-mail: analit2@cap.ru. "Çыру хатĕрлеме" тесе палăртма ан манăр.
Авангард