Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхăннă клуб вырăнне - илемли, хăтли

Çĕнĕ çул уявĕнчен аслисем те, çамрăксем те мĕн те пулин çĕнни, асра юлмалли кĕтеççĕ. Тутар Сăкăтĕнче пурăнакансене валли асамлă уяв хăйне майлă пысăк парне турĕ. 2019 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кунта тăватă уйăхра туса пĕтернĕ икĕ хутлă, капăр та капмар культура çурчĕ хута кайрĕ.

Çак çулсенче çĕкленĕ шкулпа клуб халь ял илемĕ пулса тăчĕç. Савăнăçа пайлама ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, информаци ушкăнĕн ертỹçи, вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, экономика наукисен докторĕ, ЧР Пуçлăхĕн советникĕ, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ, "Ассамблея" обществăлла организацин регонти канашĕн председателĕ Л. Кураков, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, "Строительное управление Ульяновского речного порта" пĕрлешĕвĕн организацийĕн директорĕ Э. Якупов тата ытти хăнасем хутшăнчĕç, саламларĕç.

Савăнăçлă лару-тăру Хĕл Мучисемпе Юр пикесен хаваслă ташшинчен пуçланчĕ. Вĕсем кашнийĕн кăмăлне уçрĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов сăмах илчĕ. Вăл пурне те Çĕнĕ çулпа саламланă май республикăра, çавăн пекех районта та культурăна тимлĕх уйăрнине, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче юлашки виçĕ çулта виçĕ клуб хута кайнине, çавăн пекех юсаса çĕнетессипе тата модернизацилессипе кăçал çеç 26 млн тенкĕ тăкакланине каларĕ.

Ачасемпе, килнĕ хăнасемпе, пухăннă çынсемпе хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте пĕрле çĕнĕ культура учрежденийĕпе паллашрĕç. Кунта халь савăнма та, канма та условисем çителĕклĕ. Çакна сцена çине тухакан педагогсемпе вĕренекенсем, ял çыннисем ташши- юррипе кăтартса пачĕç. Сăмах илекенсем ял халăхне тимлĕх уйăрнăшăн, каланă сăмаха çирĕп тытнăшăн ЧР Пуçлăхне, район администрацийĕн ертỹçине тата ыттисене те чунтанах тав турĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



10 января 2020
10:43
Хроника,
Хроника
Поделиться