Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕпе кăмăллă

Январĕн 6-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче  ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă.  Тĕл пулу вăхăтĕнче муниципалитетăн социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкернĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

Çавăн пекех вĕсем кăçал хута каймалли объектсемпе – Шăнкăртамри сĕт тирпейлекен «Эко продукт» тата аш-какай тирпейлекен «Баракат» кооперативсемпе паллашнă. Кунти цехсем ĕçлеме пикенсен тепĕр 30 çын валли ĕç пулĕ. Шăнкăртамри Ферит Чабатов фермерăн осетр йышши пулăсем ĕрчетекен бассейнне те çитсе курнă.

Юлашкинчен Рудольф Селиванов Кĕçĕн Арапуçĕнчи çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр базинче район спортпа туризма  аталантарас тĕлĕшпе еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарнă. Вадим Николаев пĕтĕмĕшле Юхмапа  Пăла тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнă.

Авангард



10 января 2020
10:44
2020 год
Поделиться