Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватăсем умĕнче Çĕнĕ çулта та пуç таяр

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пысăк юбилейлă менельнике паллă тăвакан хисеплĕ вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, тыл хастарĕсене Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне ятран парасси, ватăсем умĕнче ырми-канми ĕçшĕн пуç таясси ырă йăлара. Пархатарлă пулăм Çĕнĕ çулта тата малалла тăсăлĕ. Акă, январьте çеç районта пурăнакан 14 ватă 90 тата 95 çулхи юбилейĕсене паллă тăвать. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н. Никитина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх вĕсенчен тăваттăшĕ çемье пуçлăхĕсем, ыттисем вара пурте ача амăшĕсем, юратнă кукакай-асанне.

Авангард



10 января 2020
10:28
2020 год
Поделиться