Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухтăрсене манмаççĕ

Сăкăтри вăтам шкул спорт залĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкина асăнса волейбол турнирĕ йĕркеленĕ. Ăмăрту кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртнĕ. Спорт уявне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Леонид Чернов, "Красное Знамя" ЯХПК председателĕ Петр Никифоров, Сăкăт вăтам шкул директорĕ Анатолий Падусев, Николай Александровичăн шăллĕ Юрий çемйипе, спорт ветеранĕсемпе ĕçтешĕсем, тăванĕсем хутшăннă.

Мала тухассишĕн Сăкăтсен тăватă командипе пĕрлех Туçа тата Патăрьел ял тăрăхĕсен те хутшăннă. Çĕнтерỹçĕ ятне Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ тăратнă ушкăн илнĕ. Иккĕмĕш вырăна "Сăкăт- МастерÇ", виççĕмĕшне Патăрьел ял тăрăхĕ йышăннă. Çавăн пекех Раштав кун Сăкăтсем хăйсен ентешне, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă Алексей Казачков тухтăра асăнса вуннăмĕш хут хоккей турнирĕ ирттернĕ.

А. ИВАНОВ.

Авангард



10 января 2020
10:55
Хроника
Поделиться