Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Агротехникум техникăпа пуянланать

Патăрьелĕнчи агротехникума "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн регионта пурнăçланакан "Çамрăк профессионалсем" проекта реализацилесе яш-кĕрĕм професси ăсталăхне ỹстерме май паракан хальхи вăхăтри оборудованипе техника илсе килнĕ. Чăваш Енре лабораторисемпе мастерскойсене пуянлатассипе сахал мар ĕçлеççĕ, çакă квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме, Ворлдскиллс стандарчĕпе экзаменсене тытма пулăшать. Патăрьелĕнчи агротехникумри повара вĕренекен студентсем малашне пароконвектоматсемпе, сивĕтекен шкафсемпе, пулас водительсемпе трактористсем çĕнĕ техникăпа хăйсен ăсталăхне туптĕç. Вĕрентỹ учрежденийĕн директорĕ С. Кальметов пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра "Сварка технологийĕ", "Çăмăл автомашинăсене юсасси тата пăхса тăрасси", "Машинăпа трактор паркĕнчи техника тивĕçтерĕвĕн тата юсавĕн мастерĕ" компетенцисемпе 45 млн тенке яхăн хатĕр килмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çĕнĕ техникăпа паллашнă май Патăрьелĕнчи агротехникум ял хуçалăхĕнчи кадр ыйтăвне татса пыма пулăшасса, квалификациллĕ специалистсем вара район аталанăвне тỹпе хывасса шаннине пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



10 января 2020
10:58
Хроника
Поделиться