Хирти Пикшиксем хăйсен ятне çỹлте тытаççĕ
ХИРТИ ПИКШИКРИ вăтам шкулти ирĕклĕ майпа кĕрешекен çамрăксем (тренерĕ Зуфар Камалетдинов) хăйсен "маркине" пĕр шайрах тытса тăраççĕ, помост çине тухакан спортсменсем тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, çак кунсенче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Гилачетдин Араев ячĕпе, кăшт маларах Рыбкин тата Петров ячĕсемпе йĕркеленĕ ăмăртусенче командăсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Авангард