Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паян тумалли ĕçе ырана хăварар мар

2020 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ, çырав комиссийĕн председателĕн çумĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.

Ларăва РФ патшалăх статистика службин Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ Марина Романова бригадир-инструктор хутшăнчĕ, çырава хатĕрленсе çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, çуртсен списокĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14 пин ытла пỹрте шута илнĕ. Çавăн пекех 10 стационарлă çырав участокĕ тата 61 шутлав участокĕ йĕркелĕç. Яваплă мероприятие ирттерме тỹрремĕнех 81 çынна явăçтарма палăртнă. Вăл шутран 61-шĕ переписчик, 10-шĕ стационарлă участок переписчикĕ тата 10 тĕрĕслевçĕ. Çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри - хальхи технологисемпе усă курни. Переписчиксем унченхи пек хутпа ручкăпа мар, планшетсемпе тата смартфонсемпе çỹрĕç. Вĕсем электронлă çырав хучĕсем тултараççĕ.

Ларура халăх çыравне районта ирттерессипе ĕçлекен комиссин 2020 çул валли ĕç планне те çирĕп-летрĕç.

"Нумай çуллăха официаллă кăтартусем пулса тăракан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата çак ĕçшĕн яваплă çынсен хатĕрленỹ ĕçĕсене пĕр чăрмавсăр, пĕр-пĕрне ăнланса кĕске вăхăтра туса ирттермелле. Уйрăмах, урамсене çутăпа тивĕçтерес, çурт номерĕсемпе кассен ячĕсене кăтартакан табличкăсене, ял тăрăх администрацийĕсенче халăх çыравĕпе паллаштаракан стендсем вырнаçтарас ыйтусене тимлĕх уйăрмалла", - терĕ лару ĕçне пĕтĕмлетсе Светлана Чернова.

А. ИВАНОВ

Авангард



24 декабря 2019
10:34
Поделиться