Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хитре тĕспе çуталчĕ чăрăш

Декабрĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕ умĕнчи лапамра Çĕнĕ çул елкине уçма тата Хĕл мучисемпе Юр пикесен парадне курма ватти те вĕтти йышлăн пуçтарăнчĕ.

Пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов саламларĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса 2020 çулхи январĕн 13-мĕшĕчченех тăсăлĕç уяв кунĕсем. Çав вăхăтра кунта Хĕл мучин резиденцийĕ ĕçлĕ, спорт тата культура мероприятийĕсем иртĕç.

Савăнăçлă мероприятие малалла тăснă май "Хĕл мучи тата Юр пике - 2020", "Чи асамлă çуна" номинацисенче çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Çавăн пекех "Çĕнĕ çулхи мозаика" конкурса пĕтĕмлетрĕç. "Чи лайăх Арт-объект" номинацире çĕнтерỹçĕ ятне Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕ тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕ тата Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, 3-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи "Сказка" тата Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача сачĕсемпе Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул тухрĕç.

"Çурт умĕнчи чи капăр территори" номинацире Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул пĕрремĕш, район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ иккĕмĕш, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнĕ çула кĕтсе илме çурчĕсене хăйне евĕрлĕ капăрлатнисене те аса илмесĕр хăвармарĕç. Вĕсен шутĕнче Патăрьелĕнчи 2-мĕш, Туçари, Тутар Сăкăтĕнчи, Турханти, Аслă Чементи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсем, Çĕньялти Г. Айхи ячĕллĕ тата Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем, Кзыл Чишмари пуçламăш шкул-ача сачĕ, Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕ тата ыттисем те.

Н. НИКИТИНА

Авангард



24 декабря 2019
10:37
Хроника
Поделиться