Вăхăтра тивĕçтеретпĕр
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи (Шăмăршă тата Елчĕк районĕсемпе пĕрле) управленийĕ 24225 (пирĕн районта 12030) çынна пенсипе тивĕçтерсе тăрать. Вĕсен вăтам пенсийĕ 12092,70 тенкĕпе танлашать. Çакă пурăнмалли виçерен 1,52 хут пысăкрах. 2642 (1333) çын вара пенсие тухнă хыççăн та ĕçлет.
Отчетлă тапхăрта (2019 çулхи 10 уйăхра) 687 (347) çын пенсие тухнă. Ĕç стажĕ çителĕклĕ пулманран 46 (26) гражданина пенсипе тивĕçтереймерĕмĕр.
Инвалид ачасене, пĕрремĕш ушкăнри сусăрсене, ватăсене пăхакансене те (ĕçлемеççĕ пулсан) компенсаци тỹлевĕ параççĕ.
Ача амăшĕн капиталĕпе усă курас текенсен ыйтăвĕсене те тивĕçлипе татса пама тăрăшатпăр. Вăл шутран 104 çемье (46355089,60 тенкĕ) ăна кредит тỹлеме янă. 36-не (16105167,24 тенкĕлĕх) çурт- йĕрлĕ пулма пулăшнă. 7 çемье (3061182 тенкĕлĕх) пая кĕрсе строительство ĕçне укçи-тенкине янă. Ачисене вĕрентме кĕмĕл хывнисем те пур.
Ыйтусене электронлă майпа та кĕртеççĕ. Районти управленине пыракан та йышлă. Вĕсем вара черетре вăрах лармаççĕ. Тивĕçтерỹ вăхăчĕ 9 минутпа танлашать. "Ваш контроль" сайтĕнче граждансене 100 проценчĕпех пахалăхлă тивĕçтерни курăнать.
Ĕç коллективĕсенче халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Кашни çĕнĕлĕхе пичет урлă та вулакансем патне çитерме тăрăшатпăр.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 2597 страхователь тăрать. Вăл шутра 870-шĕ- ĕçпе тивĕçтерекенсем, 1727-шĕ - индивидуаллă предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем.
Кăçалхи 10 уйăхра вырăна тухса 17 тĕрĕслев ирттернĕ. 10 страхователь йĕркене пăснине палăртнă. Тĕрĕслевсен усси пурах. Айăплисенчен страховани взносĕсемпе пени шыраса илнĕ.
Çамрăк чухне никама та ватăлассăн туйăнмасть. Пенси çулне вара сисмесĕрех çитетпĕр. Çавăнпа тивĕçлĕ ĕç стажĕ, çителĕклĕ балсем пуçтарма тăрăшмалла.
Г. СИНЕЕВА, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ.
Авангард