Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветерансем халĕ те стройра

Декабрĕн 17-мĕшĕнче ракета тата стратеги пĕлтерĕшлĕ çарсен ветеранĕсем хăйсен уявне паллă турĕç. Вĕсен кăçал 60 çулхи юбилейĕ те. Çав ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Сергей Шадиряков, ракета тата артиллери çарĕсен вырăнти организацийĕн председателĕ Алексей Сурнаев тата тĕрлĕ çар пĕрлешĕвĕсен ветеранĕсен районти уйрăмĕсен ертỹçисем саламларĕç.

Обществăлла юхăмăн хастарĕсене дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе, юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Ветерансем хăйсен служба вăхăтĕнчи кун-çулне кăмăлтан аса илчĕç.

Авангард



20 декабря 2019
09:40
Поделиться