Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха çирĕплетекенсем сахал мар

РАЙОНТА "Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ырă улшăнусем хушăнсах пыраççĕ. Аслă çулхи граждансен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци ирттереççĕ. Ветерансем хушшинче спорт мероприятийĕсем йĕркелесси те начар мар пулса пырать. Çавăнпа пĕрлех тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсем, вăрçă ветеранĕсемпе сусăрсем çулсеренех республикăри "Вега" сывлăх центрĕнче сипленеççĕ, хăйсене "çамрăклатаççĕ". Сăмах май каласан, кăçал çеç унта 46ăн канма хапăл тунă. Ятарлă санаторинче сипленес кăмăллă ватăсен халăха социаллă хỹтлĕх паракан центра кирлĕ документсене тăратмалла. Черет çитсе пынă майăн кашниех унта сывлăха çирĕплетме пултарать.

Патăрьелĕнчи ЦСОН администрацийĕ хĕллехи кĕске кунсенче ватăсемпе ачасене çул çинче асăрханма ыйтать. Чылай чухне çак сăлтавпа инкек пулать.

Авангард



20 декабря 2019
09:33
2019 год
Поделиться