Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Николай Осипов, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организаци, предприяти, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ. Депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова районăн 2020 тата планпа пăхнă 2021 тата 2022 çулсем валли бюджетпа паллаштарнă хыççăн ăна пĕр саслăн йышăнчĕç.

Кăçалхи пĕтĕмлетỹ ларăвĕ пулнине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2019 çулта тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкипе пурнăçланă ĕçсемпе, районăн малашлăх аталанăвĕпе, кашни отрасле хывнă укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитес çул тата малашне пулакан строительство объекчĕсемпе, халăх ырлăхĕшĕн тăвакан ĕç планĕпе паллаштарчĕ, ял тăрăхĕсенче тĕрлĕрен программăна явăçас тĕллевпе çитес çул хастартарах ĕçлемеллине, халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсене вăйлатмаллине каларĕ.

Ларура депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



20 декабря 2019
09:39
Поделиться