Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрхенĕр ешĕл чăрăша

ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ çывхарса пыни кашни кун ытларах та ытларах сисĕнме пикенчĕ. Урамсенче çеç мар, уйрăм çуртра пурăнакансем те Хĕл Мучипе Юр пикене кĕтсе йăлтăр-ялтăр çутăсене эрешлесе вырнаçтарчĕç. Каçхи тĕнчене сăнама та кăмăллă. Çак кунсенчех организаци-предприятинче, шкулсенче уявсем пуçланĕç. Уйрăм çемьесем те урай варрине симĕс "пикене" вырнаçтарма пикеннĕ темелле. Ĕлкĕрейменнисем чăрăша капăрлатма кая юлман-ха. Ăна ятарлă йĕркепе, ирĕк илсех туянмалла.

Унсăрăн вăрман хуралĕн служби саккуна пăхăнмасăр каснă чăрăшшăн РФ КоАПăн 8.28 статйипе айăплать. Саккунпа килĕшỹллĕн граждансен 3 - 4 пин, должноçри çынсен 20 - 40 пин, юридика пĕлтерĕшлисен вара 200 - 300 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет. Çĕнĕ çул "символики" çав тери хака кайса ларма пултарать. Енчен те кам та пулин ирĕк илмесĕр чăрăш каснине курсан республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнчи "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденине (83546)2-40-74 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Унсăр пуçне йĕркене пăсаканăн тăкака саплаштарма тивет. Унăн виçи 5 пин тенкĕрен те ытларах иртсен гражданин пирки уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ.

Авангард



20 декабря 2019
09:34
Хроника
Поделиться