Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхшăн та, влаçшăн та усăллă тĕл пулусем

Декабрĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ ятарлă ушкăн - республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш наци телерадиокомпанийĕ" автономи учрежденийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А. Магарин - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ С. Чернова ертсе пынипе кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сỹтсе явас (хаçатра вĕсемпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ) тата "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пыракан ĕçсемпе паллашас тĕллевпе Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа ача садĕнче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче, Патăрьелĕн- чи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕç, кунта пыракан ĕçсемпе паллашрĕç.

Çакна палăртма кăмăллă. Республика Пуçлăхĕ, район администрацийĕ вĕрентĕвĕн пахалăхĕ те, сумĕ те ỹстĕр тесе çулсеренех çак отрасле пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал çеç вĕрентỹ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме 20 миллион тенкĕ яхăн усă курнă. Вăл шутра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта спорт залсене юсанă, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта котельнăй тăррине улăштараççĕ (информушкăн шăпах унти ĕçсемпе паллашрĕ), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта медицина кабинечĕ пулакан пỹлĕме йĕркене кĕртеççĕ тата ытти те. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче те пысăк юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кунсăр пуçне "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче ачасене цифра тата гуманитари тĕлĕшпе аталантарма "Точка роста" центрсем йĕркелеме 1,6 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Çаксем пурте çамрăк ăрăва сывă та ăслă-тăнлă çитĕнтерес, вĕрентекенсен ĕç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе тунă ĕçсем. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех тĕрлĕ ĕç коллективĕнче пулчĕ, çынсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



20 декабря 2019
09:29
Поделиться