Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕньялсем - Каншелсене, Тăрăнсем Турхансене савăнтарнă

ТЕАТР çулталăкĕ вĕçлениччен Çĕньялти культура çурчĕ çумĕнчи драма кружок членĕсем пикенсех тавра ялсене спектакльпе савăнтарма шут тытнă. Çак тĕллевпе артистсем Каншелне çитнĕ, ял çыннисене "Улька кинĕн виçĕ кинĕ" камит лартса панă.

Тăрăн ял тăрăхĕнчи культура работникĕсенчен йĕркеленнĕ "Савăнăç" вокал ушкăнĕ вара Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çакна та палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче ялти культура çурчĕсем çумĕнче пултарулăх ушкăнĕсем чылай çуралчĕç. Вĕсем хăйсен ăсталăхне ют сцена çинче "туптанине" те ырламалла çеç.



17 декабря 2019
10:15
Хроника
Поделиться