Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăксем паспортлă пулчĕç

Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çамрăксене паспорт пачĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерỹсен нумай функциллĕ центр директорĕ Юлия Селиванова, çамрăксем тата ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Малтанах ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Наталия Антонова паспорт историйĕпе паллаштарчĕ. Çак документăн ку чухнехи пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ачасем хăйсем çитĕнсе пынине палăртса "экзамен" тытрĕç, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пуласса шантарса тупа турĕç.

Паспорт çĕршыв гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ çеç мар, вăл çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларакан путевка та.

Рудольф Селивановпа Юлия Селиванова 8 çамрăка паспорт тата парнесем пачĕç. Рудольф Васильевич малашлăхра ырă çул суннă май паспорт илни ачалăхран уйрăлса Раççей Федерацийĕн тулли праваллă гражданинĕ пулнине, малашне яваплăх ỹсессине палăртрĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă ятне çỹлте тытма сĕнчĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Район, çĕршыв малашлăхĕ шăпах çитĕнекен ăрура пулнине палăртрĕ.

Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн гражданинĕн пĕрремĕш документне - ача çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăна илнĕ май - Рудольф Селиванов Первомайскинчи Ларевсене саламларĕ. Вĕсен иккĕмĕш пепки çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна Матвей ят панă. Çемьере тата Иван çитĕнет. ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ Ольга Гусарова телейлĕ ашшĕне свидетельство пачĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



17 декабря 2019
09:53
2019 год,
Хроника
Поделиться