Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Райпон финанс лару-тăрăвне тишкернĕ

Çак кунсенче Патăрьел райповĕн уполномоченнăйĕсен пухăвĕн пĕрлехи уполномоченнăйĕсен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ, унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова та хутшăннă.

Пухура райпо председателĕ К. Паденев финанс лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ И. Яшмолкина потребитель кооперацийĕн ĕç-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсене тишкернĕ. Çавăн пекех вăл райпо объекчĕсемпе паянхи рынок экономикинче туллин те тухăçлă усă курасси, малалли аталанăвĕ пирки сăмах хускатнă.

С. Чернова потребкоопераци системинче вăй хуракансене ăнăçлă ĕçлеме суннă май райпо налук тỹлекен тĕп организацисенчен пĕри пулнине, çавна май вырăнти хăй тытăмлăх яланах килĕштерсе ĕçлеме хатĕррине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



13 декабря 2019
14:50
2019 год
Поделиться