Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх
ЮЛАШКИ çулсенче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин) чылай енĕпе районта кăтартуллисен шутĕнче. Вăл шутра вырăнти халăх хушшинче тĕрлĕрен спорт мероприятийĕ ирттерес, сывă пурнăç йĕркине сарас ĕçре те. Районта иртекен кирек мĕнле спорт ăмăртăвĕнче те вĕсен старта тăма команда хатĕр. Ахальтен мар Нăрваш Шăхальсене çак кунсенче ял халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, спортри пысăк хастарлăхшăн çĕнтерỹçĕ дипломне тата кубока парса хавхалантарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьел ял тăрăхĕ (Н. Ялуков), виççĕмĕшĕнче- Туçа ял тăрăхĕ (К. Углев). Аслă Чеменпе (Г. Медведев) Шăхач (И. Васильев) ял тăрăх пуçлăхĕсен спортри хастарлăхне те палăртмасăр хăвармарĕç, вĕсене те диплом тата кубок парса саламларĕç. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял тăрăхĕсем вырăнта спорт мероприятийĕсене питĕ сахал йĕркелеççĕ е ячĕшĕн çеç ирттереççĕ. Çакă, паллах, никама чыс та, хисеп те кỹмест.
Авангард