Асăрханни нихăçан та пăсăклă мар
Çак кунсенче район администрацийĕн Пысăк залĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Ларура тăватă ыйту сỹтсе явнă: Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене кĕтсе илнĕ май ялсенче, çынсем йышлă пулакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, 2019-2020 çулсенчи хĕллехи тапхăрта тата Кăшарни уявĕнче шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси, районта хĕллехи тапхăрта ирĕклĕ, муниципаллă тата ведомство пушар хуралĕсем ĕçлеме хатĕр пулни, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комисси 2020 çулта пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕçлемелли плана çирĕплетесси çинчен.
Пĕрремĕш ыйтупа районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков тата район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тухса калаçнă. Андрей Валентинович хăйĕн сăмахĕнче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен тапхăрĕнче уйрăмах пушар тухас, çав вăхăтрах вут-çулăм инкекĕнче çынсем вилеслĕхĕ пысăк пулнине асăннă, çавăнпа та пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне асăрханмаллине палăртнă.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин кун йĕркинчи ыйтупа тухса калаçнă май ял тăрăх пуçлăхĕсене, организаци-предприяти, учреждени ертỹçисене халăхпа, уйрăмах ачасемпе пăр çине кĕрсен асăрхануллă пулмалли пирки ăнлантару ĕçĕсем йĕркелеме сĕннĕ.
Ларура районти 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Николай Назаров пушар хуралĕн службисен ĕçĕ-хĕлĕ, хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки тухса калаçнă. Çак ыйтупах Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Ыхра Çырми, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Туçа, Пикшик, Шăнкăртам ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене итленĕ. Кун йĕркинчи кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну кăларнă.
А. НИКОЛАЕВА.
Вулакана пĕлме
Районта икĕ муниципаллă пушар хуралĕ (Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче); 10 ирĕклĕ пушар хуралĕ (Сăкăт, Алманчă, Нăрваш Шăхаль, Тутар Сăкăт, Кзыл Чишма, Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Пикшик, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче).
А. ИВАНОВА
Авангард