Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Николай Кузьмин парнисемшĕн

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул спортзалĕнче кунта историпе физкультура предмечĕсене вĕрентнĕ Николай Иванович Кузьмина асра тытса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Сăмах май, Николай Иванович вăхăтĕнче спортăн çак енĕпе республикăри ялти спортсменсем хушшинче нумай хутчен чемпион ятне тивĕçнĕ.

Турнирта хĕрарăмсен 5 команди вылянă. Çăмăл мар тупăшура хастарлăхне кăтартса ачасемпе çамрăксен "ФСК "Паттăр" спорт шкулĕн команди пĕрремĕш, Комсомольски районĕнчи "Шерауты" - иккĕмĕш, Первомайски ял тăрăхĕн хĕрарăмĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Арçынсем хушшинче вара 6 команда тупăшнă. Вĕсенчен чи хастарри Сăкăт ял тăрăхĕнчи "МастерÇ" пулнă. Иккĕмĕш вырăна Первомайскисен "Малалла" команди, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн спортсменĕсем тухнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

(Хамăр корр.)

Авангард



10 декабря 2019
14:52
Хроника
Поделиться