Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çул-йĕрне уçăмлатнă

Декабрĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен VII съезчĕ иртнĕ. Малтанхи кун Красноармейски салине пухăннисем «Республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсенче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçри çивĕч ыйтусем» темăпа калаçнă, кунти ял тăрăхĕсем çак енĕпе мĕнле ĕçленипе паллашнă.

Шупашкарта йĕркеленĕ пленарлă ларăва  пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лайăх ĕçлемешкĕн ăнăçу суннă. Çавăн пекех съезда Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Регион Пуçлăхĕ республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнă. Вăл пĕтĕм сферăра ырă туртăмсем пуррине палăртнă. Муниципалитетсем аталанаççĕ, вĕсенче тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республики ĕç тăвакан влаç органĕсен тата должноçри çынсен ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсемпе Раççейри чи лайăх 20 регион йышне кĕнине аса илтернĕ, çавна май республикăна федераци бюджетĕнчен грант парассине пĕлтернĕ. Регион пу=лёх. муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăйсен ĕçне тата хăш енĕпе лайăхлатмалли çинче чарăнса тăнă. Тăрăшса ĕçлекенсене наградăсем парса чысланă.

Съезда хутшăнакансем умĕнче çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов тухса калаçнă. ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ Александр Куликов канашăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Пирĕн республикăри ял старостисен институчĕн ĕçне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнине пĕлтернĕ.

А. Иванов

Авангард



10 декабря 2019
15:27
Поделиться