Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çул сĕмĕ кăмăла çĕклетĕр

РАЙОНТА çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн обществăлла вырăнсене, организаци-предприяти территорийĕсене тĕрлĕ çутăпа, юмахри сăнарсемпе капăрлатас, çынсен уяв умĕнхи кăмăлне çĕклес тĕлĕшпе "Çĕнĕ çулхи мозаика" конкурс йĕркелеççĕ. Çак тупăшу кăçал та çивĕч пуласси сисĕнет. Чылай ĕç коллективĕ, уйрăм çынсем Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтсе йăлтăр-ялтăр гирляндăсене эрешлесе вырнаçтарма та ĕлкĕрчĕç. Паян каçхи Патăрьел юмахри евĕр капăр. Çапах та хальлĕхе тĕксĕммĕн те тунсăхлăн ларакан кантур çурчĕсем те пур-ха. Аса илтеретпĕр комисси (председателĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова) конкурса январĕн 14-мĕшĕччен пĕтĕмлетет. Çавăнпа та декабрĕн 25-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприяти ертỹçисен çак ĕçе йĕркелемелле, конкурса хутшăнасси пирки заявка тăратмалла. Çĕнтерỹçĕсене сумлă лару-тăрура чыслĕç.

Авангард



06 декабря 2019
17:43
Хроника
Поделиться