Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çỹлĕк çинчи "чĕрĕ палăк"

Районти тĕп библиотекăра çак йышпа пĕрремĕш хут çеç кĕнеке презентацийĕ иртмен. Аграрник-ветерансен ушкăнĕнчен кăçал çеç виçĕ автор "пиçсе" тухрĕ! Хальхинче Патăрьелĕнчи вулавăша Кĕçĕн Арапуç ялĕн хисеплĕ çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Василий Михайлович Селиванов "Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар" кĕнекине парнелерĕ. Манăçми аса илỹсемпе пуçа килнĕ шухăшсене вулакан патне хатĕрлесе çитерекенĕ - Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ, ЧР этнокультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ Николай Ларионов. Сăмах май каласан, Николай Дмитриевичăн пиллĕкмĕш кĕнеки кун çути курчĕ.

Кĕскен

Василий Селиванов -шшĕпех хăйĕн шăпине çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тỹрĕ чунлă та пултаруллă бригадир, агроном, хуçалăх ертỹçи тĕрлĕ çулта "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, "Хисеп палли" ордена, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене тата ытти наградăсене те тивĕçнĕ. Мария Семеновнăпа вĕсем виçĕ ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă.

В. Селиванов - районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн чи хастар обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри. Вăл хускатакан темăсем те пурте ял пурнăçĕпе, производство паттăрĕсемпе çыхăннă.

Типографи сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе ĕлкĕреймен кĕнекепе, унăн авторĕпе кĕскен вулавăш сотрудникĕ Нина Мазякова паллаштарчĕ, библиотека çỹлĕкĕ çинче тивĕçлĕ вырăн тупакан "чун апачĕ" вулакансемшĕн кăсăклă пулнине каларĕ.

- "Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар" - паянхи кун авторăн ырă ĕçĕсене хак парса лартнă "чĕрĕ палăк". Кунта вăл хăй вăйĕпе тата ăс-тăнĕпе сухаласа тухнă "пурнăç анине" сăнласа, уçса парать, тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Кĕнекери кашни пай, сăн ỹкерчĕк унăн кун-çулĕпе çыхăннăскер,- терĕ кĕнекене хакланă май Николай Ларионов.

Хаклава хутшăнакансене пĕр чĕлхе тупса калаçма, пĕр шухăш патне пырса пĕтĕмлетỹ тума йывăр пулмарĕ. Мĕншĕн тесен залра ларакан аксакалсемпе шурсухалсем пурте тенĕ пекех аграрниксем. Вĕсем кашниех вăхăтĕнче Василий Селиванов пекех ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшнă, чылайăшĕ колхоз председателĕ те пулнă. Урăхла каласан - ĕçтешсем. Çавăнпа та кĕнеке авторне творчествăра тата пысăк ăнăçу суннă май, вĕсем кашинех çĕршывшăн йывăр вăхăтсене пăлханмасăр аса илеймерĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мероприятие хутшăннă май агропромышленность комплĕксĕн хисеплĕ ветеранĕсене пĕр шухăшлă пулнăшăн, Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине тĕреклетме ырă канаш-сĕнỹпе пулăшса пынăшăн чун-чĕререн тав турĕ, çакăн пек кĕнекесем паянхи çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Юлашкинчен презентацие хутшăннисене автор пурне те çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



06 декабря 2019
17:57
2019 год
Поделиться