Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Каяш тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Граждансем каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсем 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕкленеççĕ. Каяшсен çын пуçне тивекен нормативĕсене чакарнă — çавăнпа сахалрах тÿлемелле пулать. Çитес çулăн пĕрремĕш çурринче ялта пурăнакансен çын пуçне 49,72 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Июльтен виçе пысăкланать — 60,6 тенкĕ. Хула çыннисен те сахалрах тăкакланмалла пулĕ: январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса — 60,8 тенкĕ, иккĕмĕш çур çулта — 73 тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах.

Авангард



06 декабря 2019
17:32
Хроника
Поделиться