Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Олимп" çула тухма хатĕрленет

ПĔЛТĔР Çĕнĕ Ахпỹртре халăх пуçарăвĕпе тунă нумай функциллĕ хоккей площадкинче хĕл каçа тĕрлĕ шайри ăмăртусем иртрĕç. Шайбăпа хоккейла выляма таврари ялтан та çамрăксем йышлă пуçтарăнатчĕç. Çак ялти Алексей Михайлов обществăлла тренер ертсе пыракан хоккеистсен "Олимп" команди районта çеç мар, республика тулашĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрчĕ. Çамрăк спортсменсем кăçалхи хĕле те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Халĕ вĕсем катока шыв сапса шăнтнă, унта кунсерен темиçешер сехет тренировка ирттереççĕ. Асăннă команда кăçалхи сезона яваплă программăран пикенет. Çĕнĕ çулччен çамрăк хоккеистсем Елена тата Геннадий Тимченко ыркăмăллăх фончĕ йыхравланипе Мускав облаçĕнчи "Ырă пăр" ятпа иртекен пысăк ăмăртăва хутшăнма хатĕрленеççĕ. Район чысне хỹтĕлеме пăр çине тухакансене ăнăçу çеç сунатпăр.

Авангард



03 декабря 2019
13:38
Хроника
Поделиться