Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш пултарулăхне хакларĕç

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Людмила Сачкова çыравçăн "Сиксе юхать Хула çырми" кĕнекине пахаларĕç.

Мероприятие кĕнеке авторĕ Людмила Сачкова, Чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн кăнтăр районĕсен (Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă) кураторĕ, районти общество канашĕн членĕ Николай Ларионов, республикăри Наци конгресĕн районти уйрăмĕн секретарĕ Нина Мазякова, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата библиотекарьсем хутшăнчĕç.

Малтанах тĕп вулавăшри тивĕçтерỹ пайĕн ертỹçи Наталия Ракова писателĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Людмила Сачкова - республикăри профессионал писательсен канашĕн, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Ен этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ.

Хальхи вăхăтра писатель-драматург Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакципе издательство пайĕнче техника редакторĕ пулса тăрăшать.

Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр ачасем валли те, аслисем валли те çырать. Вăл -"Чĕкеçĕм, чĕкеç" (1996), "Ытарайми куçсем" (2000), "Шăпăрлан" (2003), "Çеçенхирти ир" (2012), "Ăс-хакăл хăвачĕ" (2015) кĕнекесен авторĕ. Чăваш литература вĕренỹ кĕнекисенче унăн "Пасара кайсан", "Кĕтỹ хăваланă чух", "Оля-Улькка", "Ăмсану", "Çиçĕм Натюш" тата ытти калавĕсем, "Шăпăрлан", "Эсĕ кайрăн та..." пьесăсен, "Чĕкеçĕм, чĕкеç" повеçĕсен сыпăкĕсем пичетленнĕ.

Чăваш Республикинчи профессиллĕ театрсем унăн 5 пьесине - "Шăпăрлан", "Юрату турри", "Эсĕ кайрăн та ...", "Çухалнă хуркайăк çулĕ", "Пĕртен-пĕрскерĕм" сцена çине кăларнă.

Людмила Сачкова "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурссен "Çулталăкри чи лайăх драматург" номинаци лауреачĕ (2003, 2012). Унăн "Шăпăрлан" кĕнеки Чăваш наци библиотеки ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх сборник" диплома (2005) тивĕçнĕ. "Çухалнă хуркайăк çулĕ" пьеси республикăри наци драматургĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ (2004).

Çыравçă çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕ, романăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекине çырасси пирки те каларĕ.

"Сиксе юхать Хула çырми" историллĕ роман Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" кĕнеке издательствинче 2019 çулта пичетленнĕ. Кĕнекере XIX ĕмĕрти чăваш ялĕн пурнăçне сăнланă. Автор вулакана вăрман хăртса уй-хир тăвакан хастар та ĕçчен, тỹрĕ çулпа утакан таса чунлă чăваш çыннисемпе паллаштарать. Нимĕнле ĕçре те ỹркенмен хресчен - çурт-йĕр ăсти те, упа тытма пĕччен çỹрекен сунарçă та, мăшăрне чунтан савакан, ачи-пăчине упраса, тĕрĕслĕхпе пурăнма вĕрентекен çирĕп алăллă хуçалăх çынни.

Хайлавра геройсен ĕçĕ-хĕлĕ çеç мар, чун тĕпĕнчи вăрттăн туйăмĕсем, теветкеллĕ юрату виçкĕтеслĕхĕсем, хурлăхлă салтак шăпи те сăнланнă. Н. Ларионовпа Н. Мазякова ентеш романне паха произведени вырăнне хурса хакларĕç, малашне те кĕнеке çырас ĕçре ăнăçу сунчĕç. Чăваш наци конгресĕ ячĕпе Тав хучĕ парса чысларĕç. Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Тинюкова тата район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина сăмах каларĕç, пултарулăх каçалăкĕнче ентеш тата çитĕнỹ-сем тăвасса шанчĕç.

Н. АЛЕКСЕЕВА

Авангард



03 декабря 2019
14:23
2019 год
Поделиться