Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налук пирки манар мар

Районти суд приставĕпе налук органĕн сотрудниксем кăçал темиçе хутчен те тĕрлĕ йышши налук тỹлессинчен пăрăнса çỹрекенсем пирки пĕрлехи тĕрĕслев ирттерчĕç. Хальхинче вара парăмçăсенчен кирлĕ суммăна шыраса илес тĕллевпе тата анлăрах рейд пулчĕ.

Районăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕрекен тупăша ỹстерес тĕлĕшпе тимлекен ведомствăсем хушшинчи комисси налук пухас ыйтупа вырăнсене тухса тĕрĕслев йĕркелерĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ В. Львов, Раççей налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекци начальникĕн çумĕ Г. Филиппов, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Г. Синеева, социаллă страховани фончĕн начальникĕ Л. Кадкина, районти суд приставĕн представителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пĕрлехи рейдăн тĕп тĕллевĕ - район территорийĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисем, хуçалăхсем, харпăр хăй ĕçне тытса пыракансем тата уйрăм граждансем бюджета кĕрекен налук парăмне чакарасси, граждансемпе налук политики, саккуна пăхăнмалли пирки ăнлантару ĕçĕ ирттересси. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче парăм сахал мар: юридика пĕлтерĕшлĕ тата уйрăм çынсен мĕн пур йышши налуксенчен пуçтарăннă "çылăхĕ" 37,1 миллион тенкĕ. Вĕсенчен 19,9 миллионĕпе суд приставĕнче исполнительнăй производство пуçланă.

2019 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕ - тĕрлĕ йышши налуксене тỹлесе татмалли юлашки кун. Ун хыççăн тỹлемен налукшăн кашни куншăн пени хушăнса пырать, парăм тата ытларах пысăкланать. Енчен те пысăк суммăллă парăмçăсем налук органĕн требованийĕсене хăйсен ирĕкĕпе пурнăçламаççĕ пулсан, ирĕксĕрлесе шыраса илме е пурлăха арестлеме те пултараççĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



29 ноября 2019
10:29
Поделиться